1-4 классенче вӗренекен ачасен «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем хутшӑннӑ. Унта пурӗ 129 номер пулнӑ. Чӑваш Республикинчен 96 ӗҫ тӑратнӑ, республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсенчен (Тутар Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗнчен) – 33 номер.
Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши».
Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.
«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.
Олег Мустаев 1965 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтерсен вӑл Чӗмпӗре куҫса кайнӑ. 1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ. 2016 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономин председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, фотоӑстана, журналиста, Пётр Сымкина, юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Хурлӑхлӑ хыпара «Советская Чувашия» хаҫатӑн журналисчӗ Вячеслав Иванов Фейсбукра паян пӗлтернӗ.
Пётр Васильевич 1937 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ҫарӑмсан районӗнчи
Анатри Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ. Фотоӳнерпе вӑл шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче вӗреннӗ. Партин Чӑвашобкомӗнче, «Молодой коммунист» хаҫат редакцийӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра хыпарсен пайӗн заведующийӗнче, «Правдӑн» Чӑваш Енпе Мари Элти издательствинче, «Российская газета» хаҫатра тата «Новости» агентствӑсенче тӑрӑшнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи инкекере пӗр ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирхи 8 сехет те 43 минутра Раздольное ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Шевроле Круз» автомашина водителӗ хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса «ВАЗ-2114» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
«Вунтӑваттӑмӗшӗн» рулӗ умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пулнӑ. Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе пассажирӗ аманнӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен „Канаш“ хаҫачӗпе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн «Атӑл юрри» илемлӗ литературӑпа публицистика альманахӗ кун ҫути курчӗ. Обществӑлла редколлеги 5 (7) номере Ҫӗнӗ чӑваш алфавитне 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак кунсенче хулари 17-мӗш номерлӗ наци вулавӑшӗнче унӑн хаклавӗ те иртрӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм 122 страницӑран, «Поэзи», «Проза», «Ҫамрӑк хунав», «Публицистика», «Таврапӗлӳ», «Юрӑ-кӗвӗ» пайсенчен тӑрать. Альманаха вырӑнти 27 ҫыравҫӑн илемлӗ хайлавӗсем кӗнӗ.
„Атӑл юррин“ историйӗ пысӑк. Унӑн пӗрремӗш номерӗ 1920 ҫултах тухнӑ, иккӗмӗшӗ – 1921 ҫулта. Кун хыҫҫӑн ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче наци политикин ҫӗнӗ хумӗ ялкӑшма тытӑнсан, чӑваш ҫыравҫисем „Шевле“ литература пӗрлешӗвне пухӑнсан, 2000 ҫулта тин 3-мӗш номерӗ кун ҫути курма пултарчӗ. Редакторӗ В.Ф. Ромашкин. Ҫӗнӗ ӗмӗрте вӑл — пӗрремӗш. Ҫавӑнпа номерӗ те иккӗллӗ ҫырӑнать — 1(3). 2012 ҫулта шевлеҫӗсемпе хаҫат редакцийӗ тепӗр номер кӑларчӗ — 2 (4). Редакторӗ Н.Н. Ларионов. 2019 ҫултанпа „Атӑл юрри“ кашни ҫулах — виҫӗ номер (3 (5), 4 (6), 5 (7) — вулакан патне ҫитрӗ.
Ҫак кунсенче, тӗрӗсрех каласан, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ пулӑм пулса иртрӗ, Чӗмпӗр чӑваш шкулне хупнӑранпа хула историйӗнче пӗрремӗш хут УОЧНКА ҫумӗнче йӗркеленнӗ илемлӗ пултарулӑх театр ушкӑнӗ вырӑс ҫыравҫин Ирина Антоновӑн «Ӑслӑ арӑм» чӑвашла куҫарнӑ пьесине сцена ҫинче лартса пачӗ.
Сӑнарсене ҫак артистсем калӑпларӗҫ: ӑслӑ хӗрарӑм Матӗрне — Нина Григорьевна Назарова, салтак — Владимир Владимирович Грузин, карчӑк Груша — Мария Николаевна Журавлева, старик Ваҫҫа — Иван Алексеевич Юманов, кӳршӗ хӗрарӑмӗ Степанида — Елена Николаевна Мустаева. Пултарулӑх ертӳҫи Ираида Васильевна Гаврилова, режиссер Елена Николаевна Троянская.
Премьера вӗҫленсен сцена ҫинчен театр ушкӑнне УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев тата Халӑхсен культурисене аталантаракан тата сыхласа хӑваракан центрӑн директорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Светлана Ковшенина саламларӗҫ, артистсене парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Куракансем спектакльти кулӑшла сценкӑсенчен тӑтӑш кулчӗҫ, вӗҫӗнче «браво» тесе кӑшкӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ.
Премьера Ульяновскри Нариманов урамӗнчи тутар культура центрӗнче пулчӗ.
Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмӗ Фурашова Елизавета Алексеевна тухтӑр утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ гражданинӗ, Ленин орденӗн кавалерӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хула Канашӗн депутачӗ пулнӑ.
Е.А.Фурашова хальхи Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Анат Тимӗрҫен ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. 1945 ҫулта Воронеж медицина институтне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Вӑл облаҫра неврологи службине уҫаканӗ пулнӑ, унта 35 ҫул тӗп врачра вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан тепӗр 35 ҫул ахаль врачра ӗҫленӗ. Пурӗ ун медицинӑри стажӗ 72 ҫул. Ҫав вӑхӑтрах вӑл 90 ҫул тултариччен Чӗмпӗр патшалӑх университетӗнче доцент пулнӑ. Пурӗ чӑваш хӗрарӑмӗ 40 ҫулта 400 невролог врач хатӗрленӗ, вӗсем хушшинче профессорсем те пур. Ун ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем те медицинӑра вӑй хунӑ, халӗ те вӑй хураҫҫӗ. Пурӗ династин медицина стажӗ 300 ҫула яхӑн. Чӑваш хӗрарӑмӗн ячӗ легендӑсем хушшине кӗнӗ.
Совет саманинчен пуҫласа пӗр 20-30 ҫул хушши ҫуллахи тата хӗллехи вӑхӑтсемпе пурӑнтӑмӑр эпир. Ку куҫарусем урӑх пулмаҫҫӗ ӗмӗрте те!
Пӗртен-пӗр май-меслет — Мускав вӑхӑчӗпе сывпуллашасси! Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫламалла пирӗн. Анчах, пирӗнтен хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ регионпа Тутарстанпа! Тутарстанпа пӗрле вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласан тин ку вӗр-ҫӗнӗ пархатарлӑх ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленӗ!
Чӑннипех те, Тутарстан хӗвелтухӑҫ енчен Пушкӑртстан Республикипе чикӗленет. Пушкӑртстан Мускавран икӗ сехет малта пурӑнать (+2). Тутарстанӑн пӗр сехет малта пурӑнмалла-ха, ӗнтӗ, Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнакан регионсенчен (+1). Темӗншӗн Тутарстанӑн Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнмалла?
Чӑваш Республикинче вырӑнти вӑхӑт хуҫаланма тытӑнать, тейӗпӗр! Паллах, пурӑнӑпӑр пӗр ҫул. Кайран, каллех Мускав вӑхӑтне таврӑнма тивӗ, мӗншӗн тесен хирӗҫлекенсен йышӗ ӳссе кайӗ! Чукун ҫулпа Горький облаҫӗнчи Пильна станцийӗнчен Тутарстанти Свияжск станцине ҫити икҫӗр километртан ытларах мар республикӑмӑрӑн сарлакӑшӗ. Шӑмӑршӑран вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнакан Чӗмпӗре ҫитме каллех Тутарстанӑн Ҫӗпрелӗ витӗр каймалла!
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа сумлӑ мероприяти иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем, артистсем, ӑсчахсем тухса кайнӑ. Тутарстанри, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастарсем те пырса ҫитнӗ унта. Ҫавӑн пекех Шелепин тӑванӗсем, пӗр ял ҫыннисем, мӑнукӗсен ачисем хутшӑннӑ.
Николай Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте ҫуралнӑ. Литература ӗҫне Шелепи вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ вӑхӑтӗнче тытӑннӑ. Поэт тутарла та чылай сӑвӑ ҫырнӑ, 1915 ҫулта унӑн икӗ кӗнеке тухнӑ.
«Сувар» хаҫат уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, «Беловка ялӗ Шелепи ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ теес килет. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш Чӑваш халӑх поэчӗн ҫывӑх тӑванӗсем вӑл ҫуралса ӳснӗ Ҫӗнӗ Ӳселӗнчен 1921 ҫулта ытти чӑвашсемпе пӗрле Беловка ялне пурӑнма куҫнӑ».
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ульяновскри Наци ялӗнчи „Чӑвашсен кил-ҫурчӗ“ комплексра Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн 6-мӗш отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Пандемине пула пысӑк, нумай ҫын пухса мероприятисене ирттерме юраманнипе, конференци иртмелли вырӑн лаптӑкӗ пысӑк пулманнипе Роспотребнадзор 50 ҫынран ытла пухӑнма хушман. Конференцие УОЧНКАн районсенчи уйрӑмӗсенчен суйласа янӑ 36 делегат тата чӗннӗ хӑнасем килсе ҫитрӗҫ: область правительствинче шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Костомаров, наци ӗҫӗсене тата тӗнсем хушшинчи ҫыхӑнусене йӗркелесе пыракан упрпавлени пуҫлӑхӗ Сергей Паховский, искусствӑпа культура политикин министрӗн ҫумӗ Алена Корчагина, Ульяновск Хула Думин председателӗ И.В. Ножечкин, Чӑнлӑ, Мелекесс, Ҫинкӗл районӗсен администрацийӗсен глависем Г.М. Мулянов. С.А. Сандрюков, М.Н. Самаркин тата Тереньга район пуҫлӑхӗ П. Иванов, ЧНК вице-президенчӗ В.Г. Тяпкин.
Малтан чӗннӗ хӑнасем салам сӑмахӗсем каларӗҫ: Александр Костомаров Ульяновск область губернаторӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Алексей Русских ятӗнчен саламларӗ, чӑвашсем регионта чи йышлӑ халӑхсенчен пӗри пулнине, экономикӑри тӗрлӗ тытӑмра тивӗҫлипе вӑй хунине каларӗ, ырӑ ӗҫсемшӗн пурне те тав турӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |